Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Suvargazeta23

Республикӑра пурӑнакансене сӑнӳкерчӗксен конкурсне хутшӑнма чӗнеҫҫӗ

«Татар информ» информаци агентстви «А у нас во дворе – 2026» конкурс пуҫланни ҫинчен пӗлтерет. Конкурса уйрӑм е нумай хваттерлӗ ҫурта пурӑнакансем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурса хутшӑнас тесен Ҫӗнӗ ҫул уявӗ тӗлне кил-картише илемлетнине ӳкерсе #аунасводворе2026 хештегпа «ВКонтактери» харпӑр страницӑра кӗске комментарий ҫырса вырнаҫтармалла. Профиль уҫӑ пулмалла. Заявкӑсене январӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Сасӑлав икӗ тапхӑрпа «Татар-информ» сайтра иртет. Пӗрремӗш тапхӑр январӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа февралӗн 1-мӗшӗччен пырать, унӑн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх финала чи нумай сасӑ пухнӑ 10 хутшӑнакан тухать. Сасӑлавӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ февралӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшӗччен иртет, унта конкурсӑн виҫӗ ҫӗнтерӳҫине палӑртӗҫ. Конкурса февралӗн 10-мӗшӗнче пӗтӗмлетеҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене укҫа-тенкӗ парса хавхалантараҫҫӗ.

Республикӑра пурӑнакансене сӑнӳкерчӗксен конкурсне хутшӑнма чӗнеҫҫӗ

«Татар информ» информаци агентстви «А у нас во дворе – 2026» конкурс пуҫланни ҫинчен пӗлтерет. Конкурса уйрӑм е нумай хваттерлӗ ҫурта пурӑнакансем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Конкурса хутшӑнас тесен Ҫӗнӗ ҫул уявӗ тӗлне кил-картише илемлетнине ӳкерсе #аунасводворе2026 хештегпа «ВКонтактери» харпӑр страницӑра кӗске комментарий ҫырса вырнаҫтармалла. Профиль уҫӑ пулмалла.

Заявкӑсене январӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Сасӑлав икӗ тапхӑрпа «Татар-информ» сайтра иртет. Пӗрремӗш тапхӑр январӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа февралӗн 1-мӗшӗччен пырать, унӑн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх финала чи нумай сасӑ пухнӑ 10 хутшӑнакан тухать. Сасӑлавӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ февралӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшӗччен иртет, унта конкурсӑн виҫӗ ҫӗнтерӳҫине палӑртӗҫ.

Конкурса февралӗн 10-мӗшӗнче пӗтӗмлетеҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене укҫа-тенкӗ парса хавхалантараҫҫӗ.