! Кăрлач уйăхӗн 20-мӗшӗ – Иоанн Креститель. Кăнтăртан вăйлă çил вӗрет – çулла çумăрлă, аслатиллӗ пулать. Ир çинчен кайăксем юрланине илтни – çуркунне ир пуласса. Ку кун тăман тухсан Çăварнире те çил-тăманлă пулать, юр нумай çăвать. Çак кун мăшăрланма калаçса татăлакансем телейлӗ пулаççӗ. Ыр хыпар савӑнтартӑр, кӑмӑллӑра уҫтӑр.