Найти в Дзене
Suvargazeta23

Унăн сăввисем вулакана туйăмсен тасалăхӗпе, хăйне евӗрлӗ кӗвӗлӗхӗпе тата тарăн шухăшлăхӗпе тыткăнлаççӗ

Лирика геройӗн юратăвӗпе çепӗçлӗхӗ иксӗлми. Ултавпа, кӗвӗçӳпе е тӳрккеслӗхпе тӗл пулсан та каçарма, çӗнӗрен ура çине тăма, кулленхи пурнăçпа савăнма хал çитерет вăл. Кун-çулӗ «çавра çил варринче» иртет пулин те, йăлт витӗр курать, ăнланать çивӗч туйăмлăскер, ырра шанма пăрахмасть. Çавăнпах унăн тӗнчи илемлӗ те асамлă. Сăмахăмăр Любовь Мартьянова чăваш сăвăçи çинчен пырать. Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Эп чӗртнӗ вучах» асăну каçӗ иртрӗ. Мероприятие поэт çуралнăранпа 75 çул çитнине халалланăччӗ. Тӗплӗнрех

Унăн сăввисем вулакана туйăмсен тасалăхӗпе, хăйне евӗрлӗ кӗвӗлӗхӗпе тата тарăн шухăшлăхӗпе тыткăнлаççӗ.

Лирика геройӗн юратăвӗпе çепӗçлӗхӗ иксӗлми. Ултавпа, кӗвӗçӳпе е тӳрккеслӗхпе тӗл пулсан та каçарма, çӗнӗрен ура çине тăма, кулленхи пурнăçпа савăнма хал çитерет вăл.

Кун-çулӗ «çавра çил варринче» иртет пулин те, йăлт витӗр курать, ăнланать çивӗч туйăмлăскер, ырра шанма пăрахмасть. Çавăнпах унăн тӗнчи илемлӗ те асамлă.

Сăмахăмăр Любовь Мартьянова чăваш сăвăçи çинчен пырать.

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Эп чӗртнӗ вучах» асăну каçӗ иртрӗ. Мероприятие поэт çуралнăранпа 75 çул çитнине халалланăччӗ.

Тӗплӗнрех