Çӗнӗ çула капăрлатнă çак транспортпа пассажирсем январӗн 6-мӗшӗчченех ярăнма пултараççӗ. Çӗнӗ çул трамвайӗ çак кунсенче 16:00 сехетрен пуçласа 17:30 сехетчен çӳрет. Паллă ӗнтӗ, Хӗл Мучипе Юр Пике хăйсем те пулаççӗ салонра. Асамлă трамвайăн пассажирӗсен вӗсемпе асăнмалăх сăн ӳкерӗнме тата караоке-баттла хутшăнма май пур. Культура управленийӗ пӗлтернӗ тăрăх, трамвай унчченхи пекех маршрутăн кашни чарăнăвӗнчех чарăнать. Асамлă трамвайăн маршручӗ: *Чугун çул вокзалӗ, *Серов урамӗ, *Фатыха Амирхан проспекчӗ; *Ветеринари Академийӗ, *Арбузов урамӗ; *Сахаров Академик урамӗ; Çӗнтерӳ проспекчӗ, *«Солнечный город» пурăнмалли массив; *Глазунов урамӗ (çак чарăнуран каялла çаврăнать).
Паян, январӗн 1-мӗшӗнчен, Хусанта 7№ маршрутпа «Хӗл Мучин асамлă трамвайӗ» çула тухать
1 января1 янв
2
~1 мин