Хусан Кремлӗн территорийӗнче 16.00 сехетре «Ёлка волшебного городка» Çӗнӗ çул представленийӗ пулать. *«Черное озеро» паркри каток çинче уяв программи паян, декабрӗн 31-мӗшӗнче, каçхине 19:00 сехетрен пуçласа ыран ирччен 03:00 сехетчен тăсăлать. Кунта Раççей Президенчӗн саламне кăтартаççӗ, диджей-сетсем, Monte Carlo кавер-ушкăн, Хӗл Мучипе Юр Пике савăнтараççӗ. Конкурссемпе интерактивсем пулаççӗ. *Уяв программи çаплах «Казан» çемье центрӗнче те пулать. Аса илтеретпӗр, KZN.RU порталта «Новый год в Казани – 2026» ятарлă пай уçнă. Унта культура мероприятийӗсен программипе, катоксемпе йӗлтӗр базисен ӗç графикӗпе тата ыттипе паллашма пулать.
Вутлă Лаша çулталăкне çӗрле 24:00 сехетре кăсăклă кӗтсе илес текенсем валли Хусанта икӗ уçă площадка хатӗр
31 декабря 202531 дек 2025
~1 мин