Турӑ шыва кӗрсе тӗн йышӑнни ячӗллӗ чиркӳре уяв кӗлли хыҫҫӑн Иисус Христос ҫуралнине халалласа шкул ачисем постановка лартни тахҫанах йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та ку йӑларан иртмерӗҫ. Хулаҫырминчи Мухтав орденӗсен тулли кавалерӗ Г.Т. Семенов ячӗллӗ шкул ачисем класс ертӳҫисемпе пӗрле чиркӗве килсе Раштав сӑввисене каларӗҫ, юрларӗҫ. Йлари тепӗр пулӑм - ачасене Раштавпа саламласа парнесем парасси. Ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Николай Федорович Угаслов - ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, "Тус" строительство компанин генеральнӑй директорӗ ҫуллен пылак парнесемпе сӑйлать ачасене. Сӑмах май, вӗрнеӳре "5" паллӑсемпе ӗлкӗрсе пыракансене ят стипендине пама та йышӑннӑ вӑл. Иисус Христос ҫуралнине мухтавласа акафист вуланӑ хыҫҫӑн кӗске инсценировка пӑхрӗҫ ял-йышсем. Ҫакӑ тимлӗхе чи кирлӗ хаклӑхсем ҫине куҫарчӗ. Ачасен воспитанийӗшӗн ку ҫав тери пӗлтерӗшлӗ те хаклӑ.