Сасăпа вуламалли кун, декабрӗн 13-мӗшӗнче, кашни регионра «Новогодние семейные чтения вслух. Живая классика» акци иртрӗ. Раççейӗпе 1000 ытла площадкăра пин-пин хутшӑнакан тата ятарлӑ хӑнасем – пурте юратнӑ кӗнекене алла тытрӗç, классикăна сасӑпах вуларӗç. Санкт-Петербургра пурăнакан Степановсен çемйи те çӗршывӗпех иртекен акцие хутшăнчӗ. Хулари Кӗнеке çуртӗнче иртнӗ мероприятие ятарлӑ хӑнасем – театрпа кино актерӗ Сергей Перегудов тата унăн ывăлӗ – пӗчӗк Александр Сергеевич та пынăччӗ. Степановсем çак кун «Почему сосна и ель вечнозелёные» чӑваш халӑх юмахне вуларӗç. Тӗплӗнрех