Çуллен кӗркуннерен пуçласа Çӗнӗ çулччен иртекен йăлари ял хуçалăх ярмарккисем çӗр ӗçченӗсемпе выльăх-чӗрлӗх ӗрчетекенсене хăйсен продукцине туянакан патне тӳрремӗнех çитерме май параççӗ. «Эффективлă тата конкурентлă экономика» наци проекчӗн тӗп тӗллевӗпе задачине пурнăçласа региона апат-çимӗç хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтереççӗ вӗсем çапла. Ярмарккăсем пахча çимӗç, аш-какай, сӗт юр-варӗ, çăмарта, сахăр песокӗ, çăнăх тата ытти чи кирлӗ ял хуçалăх продукцине çителӗклӗ сӗнеççӗ. ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, кăçал 14 эрне кашни шăматкунра иртнӗ ярмарккăсенче 6 836,5 тонна пахча çимӗç (4 114,3 тонни çӗрулми), 276,2 тонна сӗт, 773,6 тонна сахăр песокӗ, 1 890,7 пин штук чăх çăмарти, 1022,0 тонна аш-какай (578,8 тонни ӗне ашӗ) – пӗтӗмпе 1 331,4 миллион тенкӗлӗх – сутнă. Ял хуçалăх продукцине 14 322 единица транспортпа кӳнӗ.