РФ Оборона министерствин аслă шкулӗсен «Есть такая профессия Родину защищать!» профориентациллӗ куравне Хусанта 4,5 пин ытла çын пырса курнă. Аса илтеретпӗр, вăл «Россия – Моя история» истори паркӗнче декабрӗн 5 – 9-мӗшӗсенче иртрӗ. Куравпа шкул ачисем, кадетсем, суворовецсем, юнармеецсем хапăл тусах паллашнине пӗлтереççӗ йӗркелӳçӗсем. Паянхи кун пирӗн çӗршывра РФ Оборона министерствин çар вӗренӳ заведенийӗсен шучӗ 42-пе танлашать. Çав шутран 22-шӗ асăннă курава хутшăнса хăйсен шкулӗ пирки, унта мӗнле майпа вӗренме кӗме пулни, вӗренӳ еплерех йӗркеленни çинчен каласа панă.
Хусанти истори паркӗнче иртнӗ курава 4,5 пин ытла ача пырса курнă
17 декабря 202517 дек 2025
~1 мин