Ульяновскри «Еткер» телекăларăмăн ертӳçи ача чух каникулсене Теччӗ районӗнче ирттернӗ «Еткер» телекăларăмăн тӗп редакторне Екатерина Лашмановăна чăвашсем ытларах хăй çырнă юрăсен авторӗ, вӗсене хăй юрлакан çăлтăр пек пӗлеççӗ. Халӗ вăл тата Ульяновск облаçӗнчи ЧНКА çумӗнчи «Хамăр ял» чăваш çамрăкӗсен комитечӗн хастарӗ те. «Пурнăç – нумай истори пуххи. Кашни çыннăн вăл – хăйӗн, – тет Екатерина. – Эпӗ мӗн пӗчӗкренех хамăн пурнăçăма юрă-кӗвӗпе çыхăнтарасса пӗлеттӗм. Ӗмӗтӗме çывхартма вара мана аннепе атте, «Манăн пурнăç» ятлă кинолентăн режиссерӗсем, Светланăпа Василий Лашмановсем пулăшрӗç». Тӗплӗнрех
Ульяновскри «Еткер» телекăларăмăн ертӳçи ача чух каникулсене Теччӗ районӗнче ирттернӗ
16 декабря 202516 дек 2025
~1 мин