Теччӗ хулипе районӗн хисеплӗ гражданинӗ, меценат, темиçе хутчен республикăн «Благотворитель года» дипломне тивӗçнӗ Николай Николаевич Сергеев декабрӗн 16-мӗшӗнче Волгоградри çар чаçӗнчен килнӗ офицертан Виктор Миренков гварди аслă лейтенантран фронта хăйӗн 7 зарядлă карабинне тата 400 патрон парса ячӗ. Строительство организацине нумай çул ертсе пынă Йӳккел ял чăвашӗ Николай Николаевич Сергеев хальхи вăхăтра тивӗçлӗ канура. Апла пулсан та ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш-салтаксене май çитнӗ таран пулăшма тăрăшать. Чăваш Таяпи ялӗн каччине Кирилл Ефимов лейтенанта 78 пин тенкӗлӗх квадрокоптер, 10 пин тенкӗлӗх раци туянса панине эпир хаçатра та çырнăччӗ. Унăн ыркăмăллăх ӗçӗн пӗр тӗслӗхӗ кăна-ха ку. СВО пуçланнăранпа Николай Николаевич Сергеев район салтакӗсене пӗр хăй кăна 280 пин тенкӗлӗх пулăшу панă. Тӗплӗнрех