Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов – чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ Генерал-лейтенант, ҫар летчикӗ Николай Федорович Гаврилов легендарлӑ ҫын. "Маэстро" позывной ӑна ахальтен паман. Ҫар летчикӗ пулнӑскер нумай теветкеллӗ те хӑрушӑ лару-тӑруран тухма пултарнӑ вӑл. Ун пухмачӗнче 3000 пин ытла ҫапӑҫу вӗҫевӗ. Владимир Путин Премьер-министр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра вӑл пӗрре мар унпа вӗҫевсене тухнӑ. Декабрӗн 9-мӗшӗнче, пирӗн хисеплӗ Николай Гаврилова Мускав Кремлӗнче иртнӗ Тӑван ҫӗршывӑн Геройӗсене халалланӑ чаплӑ мероприятие чыс туса чӗннӗ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑй йышӑннӑ ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑл -хӗрӗсене. Тӗплӗнрех Сӑнӳкерчӗк "Вести" телекӑларӑмран тунӑ скриншот.
Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов – чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ
10 декабря 202510 дек 2025
~1 мин