Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Suvargazeta23

Çырчаллипе Анат Камăна кӗмесӗр иртекен çул тӳлевлӗ пулать

Çырчаллипе Анат Камăна кӗмесӗр иртекен çул тӳлевлӗ пулать Çырчаллипе Анат Кама хӗррипе иртекен çак çул пысăк хăвăртлăхлă М-12 Хусан – Екатеринбург – Тюмень çулăн пӗр пайӗ. Ăна пăхса тăма «Автодора» парсан, компани трассăна çӗнетӗ те тӳлевлӗ тăвӗ. Кун çинчен «Автодор» патшалăх компанийӗн ертӳçи Вячеслав Петушенко «Коммерсант» хаçата панă интервьюра пӗлтернине асăнать РБК Татарстан. Ертӳçӗн сăмахӗпе, Пушкăртстанри пилӗк яла тата Тутарстанри Çырчаллипе Анат Кама промышленность хулисене кӗмесӗр иртекен çак çул участокне пăхса тăрассине çитес вăхăтра вӗсене параççӗ. Ун чух компани трассăна меллӗрех тумалли элементсемпе, çав шутра чӗрчунсем çул çине тухасран сыхлакан сеткăсемпе, çутă юписем çумӗпе барьер картисемпе тата ыттипе çӗнетсенех ăна тӳлевлӗ тăваççӗ. Мӗншӗн тесен ку вырăнта альтернативлă çулсем пур. Сăмах май, М-12 трассăн Хусантан Дюртюли таран çул участокне пăхса тăрассине те çак компаниех парӗç. Ун чух ăна та хушма çутăсемпе лайăхлатӗç, авари комиссарӗсем те пулӗç. Анчах ку çул тӳ

Çырчаллипе Анат Камăна кӗмесӗр иртекен çул тӳлевлӗ пулать

Çырчаллипе Анат Кама хӗррипе иртекен çак çул пысăк хăвăртлăхлă М-12 Хусан – Екатеринбург – Тюмень çулăн пӗр пайӗ. Ăна пăхса тăма «Автодора» парсан, компани трассăна çӗнетӗ те тӳлевлӗ тăвӗ.

Кун çинчен «Автодор» патшалăх компанийӗн ертӳçи Вячеслав Петушенко «Коммерсант» хаçата панă интервьюра пӗлтернине асăнать РБК Татарстан.

Ертӳçӗн сăмахӗпе, Пушкăртстанри пилӗк яла тата Тутарстанри Çырчаллипе Анат Кама промышленность хулисене кӗмесӗр иртекен çак çул участокне пăхса тăрассине çитес вăхăтра вӗсене параççӗ. Ун чух компани трассăна меллӗрех тумалли элементсемпе, çав шутра чӗрчунсем çул çине тухасран сыхлакан сеткăсемпе, çутă юписем çумӗпе барьер картисемпе тата ыттипе çӗнетсенех ăна тӳлевлӗ тăваççӗ. Мӗншӗн тесен ку вырăнта альтернативлă çулсем пур.

Сăмах май, М-12 трассăн Хусантан Дюртюли таран çул участокне пăхса тăрассине те çак компаниех парӗç. Ун чух ăна та хушма çутăсемпе лайăхлатӗç, авари комиссарӗсем те пулӗç. Анчах ку çул тӳлевсӗрех юлӗ.