Шупашкарта академиксем пухăнса канашларӗç Ноябрӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти Чăваш наци библиотекинче Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн черетлӗ отчетпа суйлав пухăвӗ иртрӗ. Ăна академин вице-президенчӗ Николай Лукьянов уçрӗ, ертсе пычӗ. Чи малтан пухура академин çӗнӗ пайташӗсене удостоверенисем пачӗç. Президиум пайташӗ Александр Вражкин удостоверенисен çӗнӗ формипе паллаштарчӗ, 1-мӗш номерлӗ удостоверение академи президентне Евгений Ерагина пачӗ. Малалла