«Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеке хăтлавӗ Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче иртрӗ Декабрӗн 12-мӗшӗнче «Сувар» хаçат журналисчӗн Ирина Кузьминан «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекин хăтлавӗ виççӗмӗш хутчен иртрӗ. Хальхинче Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче. Ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăр чăваш салтакӗсемпе вӗсене ырми-канми пулăшакан волонтерсем çинчен каласа паракан çак кӗнекере аксусем пирки те сахал мар çырнă. Акă, тӗслӗхрен, ют çӗршывăн «никам çӗнейми» йывăр танкӗсене пӗрремӗшсен ретӗнче çапса аркатма пултарнă Кварц позывнойлă офицерах илер. Ăна çӗршывăмăрăн ун чухнехи оборона министрӗ Сергей Шойгу Паттăрлăх орденӗпе наградăланине федераллă телеканалсемпе те кăтартрӗç. «Сувар» хаçатăн тусӗсем пӗлтерчӗç ун чух çак харсăр офицер Аксу районӗнчи Савгачево ялӗнчен пулнине. Паллах, ун пирки эпир хаçатăмăрăн черетлӗ номерӗнчех çырса кăлартăмăр. Кайран вăл çак кӗнекене те кӗчӗ. Тӗплӗнрех Фоторепортаж Мероприяти вăхăтӗнче тунă ссылка
«Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеке хăтлавӗ Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче иртрӗ
15 декабря 202515 дек 2025
~1 мин