Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Suvargazeta23

Тавах сире, волонтерсем

Тавах сире, волонтерсем! Паян Раççейре Волонтер (доброволец) кунне паллă тăваççӗ. Ку уяв хальхи саманара питӗ пӗлтерӗшлӗ. Çӗр-çӗр çын паянхи кун хăйӗн вăй-халне, вăхăтне шеллемесӗр пулăшу кӗтекенсене хăйӗн аллине тăсса парать. Çак праçнике Раççейре кăна мар, нумай çӗршывсенче паллă тăваççӗ. 1985 çулта ООНăн Генеральнăй ассамблейи пӗтӗм тӗнчешӗн социаллă пӗлтерӗшлӗ уява – Волонтер кунне – паллă тума сӗннӗ. Çавăнтанпа ăна тӗрлӗ çӗршывсенче паллă тăваççӗ. «Сувар» хаçат республикăри волонтерсен ӗçне хăйӗн страницисенче çутатсах тăрать. Паян эпир пысăк чӗреллӗ, ырми-канми тăрăшакан хастарсене уяв ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр, пӗтӗм вулакан ятӗнчен тав тăватпăр! Эсир пуррипе пирӗн хӳтӗлевçӗсене Çӗнтерӗве çывхартма çăмăлрах. Тавах сире, волонтерсем! «Сувар» хаçатра çырса кăтартнă волонтерсем Тӗплӗнрех

Тавах сире, волонтерсем!

Паян Раççейре Волонтер (доброволец) кунне паллă тăваççӗ. Ку уяв хальхи саманара питӗ пӗлтерӗшлӗ. Çӗр-çӗр çын паянхи кун хăйӗн вăй-халне, вăхăтне шеллемесӗр пулăшу кӗтекенсене хăйӗн аллине тăсса парать.

Çак праçнике Раççейре кăна мар, нумай çӗршывсенче паллă тăваççӗ. 1985 çулта ООНăн Генеральнăй ассамблейи пӗтӗм тӗнчешӗн социаллă пӗлтерӗшлӗ уява – Волонтер кунне – паллă тума сӗннӗ. Çавăнтанпа ăна тӗрлӗ çӗршывсенче паллă тăваççӗ.

«Сувар» хаçат республикăри волонтерсен ӗçне хăйӗн страницисенче çутатсах тăрать. Паян эпир пысăк чӗреллӗ, ырми-канми тăрăшакан хастарсене уяв ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр, пӗтӗм вулакан ятӗнчен тав тăватпăр! Эсир пуррипе пирӗн хӳтӗлевçӗсене Çӗнтерӗве çывхартма çăмăлрах. Тавах сире, волонтерсем!

«Сувар» хаçатра çырса кăтартнă волонтерсем

Тӗплӗнрех

-2
-3
-4
-5