📸❤ «Юратнă аннепе» фотоконкурс «Сувар» хаçат Анне кунне халалласа «Юратнă аннепе» фотоконкурс ирттерет. Сăнӳкерчӗксене пирӗн социаллă сетьсенче пăхма, сасăлама пултаратăр, хаклă вулакансем. Сăнӳкерчӗксене ноябрӗн 20-мӗшӗнчен кăларма пуçларăмăр. Эсир хăвăра килӗшнӗ сăнӳкерчӗксемшӗн #ЮратнăАннепе #Деньмамы хэштегсемпе тупса сасăламаа пултаратăр! Аса илтеретпӗр, «Сувар» хаçатăн «ВКонтактери» ушкăнӗнче тата «Телеграмм» каналӗнче (унти тата кунти сасăсене хушса пӗтӗмлететпӗр) чи нумай сасă пухнă (лайк лартнă) сăнӳкерчӗкшӗн парне пулать. ❗❗❗Асăрхаттару: ботсемпе усă курса тунă сасăсене шута илместпӗр. Конкурса Анне кунӗнче, ноябрӗн 30-мӗшӗнче, каçхине 21.00 сехетре пӗтӗмлететпӗр, çӗнтерӳçене тунтикун пӗлтеретпӗр. Хăвăра килӗшнӗ сăнӳкерчӗксемшӗн çав вăхăтчен сасăлама юрать.