Нумай ачаллă çемьесене Тутарстанра 54 пин ытла çӗр лаптăкӗ уйăрнă Республикăра виçӗ е ытларах ача ӳстерекен çемьесене çӗр лаптăкӗсемпе тивӗçтерес ӗç малалла пырать. Ноябрӗн 21-мӗшӗ тӗлне участоксене илмелли списока 72249 çемье кӗртме йышăннă, вӗсенчен 18158 заявлени Хусантан килнӗ, 9 505-шӗ – Çырчаллинчен. Паянхи кун тӗлне Тутарстанра 61 192 çӗр участокне кадастр учетне тăратнă, çав шутра 11 520-шӗ – Хусанта, 4 771-шӗ – Çырчаллинче. Виçӗ е ытларах ачаллă çемьесене республикăри муниципаллă районсенче, çав шутра Хусанпа Çырчаллинче пурӗ 54 451 çӗр лаптăкӗ панă.
Нумай ачаллă çемьесене Тутарстанра 54 пин ытла çӗр лаптăкӗ уйăрнă
27 ноября 202527 ноя 2025
~1 мин