Пăва районӗнчи садиксем конкурс-фестивальте халăх йăлисене кăтартрӗç Ноябрӗ уйăхӗнче Пӑва хулинчи ача сачӗсен хушшинче «Живи в веках родной язык» конкурс-фестиваль иртрӗ. «Ромашка» ача садӗнче пулнă уява Пӑва хулинчен 10, ялсенчен 2 садик хутшӑнчӗ. Конкурсра хутшăнакан 80 ача чӑваш, вырӑс, тутар чӗлхисемпе сӑвӑ вуларӗç, юрӑ юрларӗç, халап каларӗç, ӗлӗкхи йӑла-йӗркене кӗнӗ пулӑмсене, юмахсене выляса кӑтартрӗç. «Ромашка» садике çӳрекен ачасем чӑваш халӑхӗн çуллахи уяр кунсенче вăрах вăхăт хушши çумӑр çуман чух тăвакан «Учӳк» йăлине кӑтартса пачӗç, карталанса юрӑ юрларӗç, ташӑ ташларӗç. Тӗплӗнрех
Пăва районӗнчи садиксем конкурс-фестивальте халăх йăлисене кăтартрӗç
27 ноября 202527 ноя 2025
~1 мин