Заказникре браконьера тытнӑ ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн ӗçченӗсем Октябрьский поселокӗнчен 2 çухрăм кăнтăрарах «Волжские просторы» заказник территорийӗнче моторлă кимӗрен пулă тытакан гражданина тытса чарнă. Йӗркене пăсакан усă курма юраман меслетпе пулă тытнă. Кун пирки ведомствăн пресс-служби пӗлтерет. Çывăх вăхăтра РФ Уголовнăй кодексӗн 256-мӗш статйипе уголовлă ӗç пуçарас ыйтăва пăхса тухӗç. Заказник территорийӗнче ведомство талăкӗпех рейдсем ирттернине каласа хăвармалла. Каçхине пулă тытма кайни яваплăхран хăтармасть. ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.