📸❤️«Юратнă аннепе» фотоконкурс «Пирӗн Анне - Макарова Елена Васильевна Ҫарӑмсан районӗнчи Акрель ялӗнче пурӑнать. Унӑн 3 ача тата 2 мӑнук. Юратнă аннеçĕм, сана Анне кунӗпе саламлатăр! Ялан сывлăхлă, телейлĕ тата савăçлă пулма сунатпӑр! Эпир сана питĕ хытă юрататпӑр. Кăмăлу ялан ырă пултăр, тутусенчен çепĕç кулă кайма ан пĕлтĕр. Чунунта ялан çутă та лăпкă туйăмсем çеç хуçаланччăр. Тавтапуç сана пуриншĕн те, аннеçĕм. Сывлăх тата иксĕлми кун-çул сунатпӑр сана. Уяв ячĕпе сана! Саламлакансем: хӗрӗ - Светлана тата 2 ывӑле Антон тата Кирилл #ЮратнăАннепе #Деньмамы