Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Suvargazeta23

Республикăра вырăн-вырăнпа çӗрле тата ыран тӗтреллӗ çанталăк пулать

Республикăра вырăн-вырăнпа çӗрле тата ыран тӗтреллӗ çанталăк пулать Раççей МЧСӗ водительсемпе çуран çӳрекенсене ку йышши çанталăкра уйрӑмах тимлӗ пулмаллине аса илтерет. Декабрӗн 3-мӗшӗнче çӗрле те, кӑнтӑрла та Тутарстанра тата Хусанта вырӑн-вырӑнпа тӗтре пуласса пӗлтерет ТР Гидрометцентрӗн пресс-служби. Раççей МЧСӗн Тутарстанри патшалăх управленийӗ водительсемпе çуран çӳрекенсен ку йышши çанталăкра уйрӑмах тимлӗ пулмаллине, хăрушсăрлăх правилисене пӑхӑнмаллине çине тӑрса асăрхаттарать. Çуран çӳрекенсен урампа çул урлӑ каçнӑ чухне питӗ тимлӗ пулмалла. Çул урлӑ палăртнă вырăнта кăна е çӗр айӗнчи çуран каçмалли çулсемпе усӑ курмалла. Водительсен автотрассăпа пынă чух пысăк хăвăртлăхпа хăваламалла мар, хирӗç çул çине тухмалла мар. Чрезвычайлӑ лару-тӑру сиксе тухсан çийӗнчех экстреннăй службӑсен телефонӗсемпе пулӑшу ыйтса шăнкăравламалла. Сăнӳкерчӗке нейросетьпе усă курса тунă.

Республикăра вырăн-вырăнпа çӗрле тата ыран тӗтреллӗ çанталăк пулать

Раççей МЧСӗ водительсемпе çуран çӳрекенсене ку йышши çанталăкра уйрӑмах тимлӗ пулмаллине аса илтерет.

Декабрӗн 3-мӗшӗнче çӗрле те, кӑнтӑрла та Тутарстанра тата Хусанта вырӑн-вырӑнпа тӗтре пуласса пӗлтерет ТР Гидрометцентрӗн пресс-служби.

Раççей МЧСӗн Тутарстанри патшалăх управленийӗ водительсемпе çуран çӳрекенсен ку йышши çанталăкра уйрӑмах тимлӗ пулмаллине, хăрушсăрлăх правилисене пӑхӑнмаллине çине тӑрса асăрхаттарать.

Çуран çӳрекенсен урампа çул урлӑ каçнӑ чухне питӗ тимлӗ пулмалла. Çул урлӑ палăртнă вырăнта кăна е çӗр айӗнчи çуран каçмалли çулсемпе усӑ курмалла. Водительсен автотрассăпа пынă чух пысăк хăвăртлăхпа хăваламалла мар, хирӗç çул çине тухмалла мар.

Чрезвычайлӑ лару-тӑру сиксе тухсан çийӗнчех экстреннăй службӑсен телефонӗсемпе пулӑшу ыйтса шăнкăравламалла.

Сăнӳкерчӗке нейросетьпе усă курса тунă.