Çӗнӗ Упи ялӗнчи Культура çуртӗнче волонтерсен ӗçӗ пӗр кунлăха та чарăнмасть Кӗркунне. Ăмăр çанталăк. Урамра иртенпе лӳшкесе çумӑр çӑвать. «Паян сетка çыхма килеймеççӗ пуль», – тенӗ вăхăтра зонтик йăтнă хӗрарăмсем курăна пуçларӗç. Пӗрин хыççăн тепри утаççӗ Çӗнӗ Упинчи Культура çурчӗ еннелле. – Вӑрçӑра тӑхлан çусан та пирӗн сыхлӑхшӑн тӑраççӗ, – терӗ Ирина. – Кунта çумӑр çунипе каяс мар тетпӗр. Зонтик тытатăп та каятӑп терӗм кӳрше. – Çумăр çусан та, пăр çусан та килетпӗр. Пуçăннă ырӑ ӗçе малалла тăсмаллах, – терӗ тепри. – Килте алӑ усса лариччен кунта çынпа пӗрле ӗçлени усăллăрах, – терӗ виççӗмӗшӗ. – Кашни ирпе ӗçе кайнӑ пекех утатпӑр. Укçа та тӳлеççӗ пуль сире тесе ыйтакансем те пур, – пӑшӑрханса калаçрӗç хӗрарăмсем. – Укçашӑн кӑна çыхмалла-ши? Тӗнче хӑрушсӑрлӑхра тӑнӑ чухне пурин те Малалла
Çӗнӗ Упи ялӗнчи Культура çуртӗнче волонтерсен ӗçӗ пӗр кунлăха та чарăнмасть
18 ноября 202518 ноя 2025
~1 мин