Чăваш Паснапуç ачисем тӗрлеме вӗрентеççӗ Çӗпрел районӗнчи Чăваш Паснапуç пуçламăш шкул – ача сачӗн пӗчӗк тӗрӗçисем «Бэз берге» халăх пултарулăхӗн ача-пăча конкурсӗн финалӗнче палăрчӗç. Ноябрӗн 5-мӗшӗнче Хусанти 107-мӗш гимназире иртнӗ финала хальхинче районти Кӗçӗн Чăнлă шкулӗпе пӗрле чăваш тата тутар халăхӗсен туслăхне кăтартакан ал ӗçӗсен пӗрлехи курав экспозицийӗпе хутшăнчӗç кăна мар, «Чи лайăх курав экспозицийӗ» номинацире 2-мӗш вырăн йышăнчӗç. Аса илтеретпӗр, малтан район, унтан зона тапхăрӗсене ăнăçлă хутшăнса финала тухнă вӗсем. Тӗплӗнрех