Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Suvargazeta23

Хусан чӑвашӗсем диктант çырчӗç

Хусан чӑвашӗсем диктант çырчӗç Хусанти Туслӑх Çуртӗнче ноябрӗн 9-мӗшӗнче Нумай нациллӗ вырсарни шкулне çӳрекенсемпе пӗрле хула çыннисем те хӑйсен тӑван чӗлхисемпе диктант çырчӗç. Чӑваш уйрӑмӗн ачисем те хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе, асламӑш-кукамӑшсемпе пӗрле килнӗ. Тутарстанри Чӑваш хӗрарӑмсен союзӗн пайташӗсем те юлман. Хавхалансах вӗсем те тӑван чӗлхепе хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗç. Диктант текстне Шупашкарти Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен ярса панӑ. Пӗтӗмпе икӗ текст – ачасем тата аслисем валли. Диктанта Чӑваш хӗрарӑмсен союзӗн активисчӗ, профессилле педагог-психолог Светлана Гордеева вуларӗ. Калас пулать районсенчи Чӑваш наципе культура центрӗсенче те çак кун диктант çырчӗç. Чӑваш чӗлхине упрассинче ку кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ акци. Вера Гулякова сӑнӳкерчӗкӗсем.

Хусан чӑвашӗсем диктант çырчӗç

Хусанти Туслӑх Çуртӗнче ноябрӗн 9-мӗшӗнче Нумай нациллӗ вырсарни шкулне çӳрекенсемпе пӗрле хула çыннисем те хӑйсен тӑван чӗлхисемпе диктант çырчӗç.

Чӑваш уйрӑмӗн ачисем те хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсемпе, асламӑш-кукамӑшсемпе пӗрле килнӗ. Тутарстанри Чӑваш хӗрарӑмсен союзӗн пайташӗсем те юлман. Хавхалансах вӗсем те тӑван чӗлхепе хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗç.

Диктант текстне Шупашкарти Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен ярса панӑ. Пӗтӗмпе икӗ текст – ачасем тата аслисем валли. Диктанта Чӑваш хӗрарӑмсен союзӗн активисчӗ, профессилле педагог-психолог Светлана Гордеева вуларӗ.

Калас пулать районсенчи Чӑваш наципе культура центрӗсенче те çак кун диктант çырчӗç. Чӑваш чӗлхине упрассинче ку кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ акци.

Вера Гулякова сӑнӳкерчӗкӗсем.

-2
-3
-4
-5
-6
-7
-8
-9