Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Suvargazeta23

Ырӑ кун пултӑр, туссем! Эсир пирӗнпе пулнишӗн эпир питӗ хавас! Малашне те ҫаплах пултӑр

Ырӑ кун пултӑр, туссем! Эсир пирӗнпе пулнишӗн эпир питӗ хавас! Малашне те ҫаплах пултӑр. Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр. Ыр сăмах - ырă вăрлăх пекех. Тулăх чун-чĕрене вăл ÿкет-тĕк - Ырă тухĕ шăтса кĕпĕрех. Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр - Вăл лексен типсе хăрнă чуна - Тĕппипех пулмасан та (ĕненĕр!) - Пăлхантарĕ кăштах сив юна. Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр - Пулмасан та хăш-чух ун усси - Пулас çуккă сиен. Ан хĕрхенĕр! - Ыр сăмах чылай чух - чун уççи! Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр! Раиса Сарпи.

Ырӑ кун пултӑр, туссем! Эсир пирӗнпе пулнишӗн эпир питӗ хавас! Малашне те ҫаплах пултӑр.

Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр.

Ыр сăмах - ырă вăрлăх пекех.

Тулăх чун-чĕрене вăл ÿкет-тĕк -

Ырă тухĕ шăтса кĕпĕрех.

Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр -

Вăл лексен типсе хăрнă чуна -

Тĕппипех пулмасан та (ĕненĕр!) -

Пăлхантарĕ кăштах сив юна.

Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр -

Пулмасан та хăш-чух ун усси -

Пулас çуккă сиен. Ан хĕрхенĕр! -

Ыр сăмах чылай чух - чун уççи!

Ыр сăмах калама ан ÿркенĕр!

Раиса Сарпи.