Хусанта тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенӗсен семинарӗ иртрӗ. Кун йӗркинче - малашнехи технологисемпе стратегисем Тӑван чӗлхесене вӗрентесссине мӗнле майпа интереслӗрех тумалла, ачасен вӗренес туртӑмне мӗнле вӑйлатмалла? Ҫак тата ытти ыйтусене хускатрӗҫ семинарта. Октябрӗн 29-мӗшӗнче, Хусанти «Адымнар –пӗлӳпе килӗшӳ патне çул» полилингваллă комплексра тăван чӗлхепе литература вӗрентекенӗсен «Вӗрентӳ системинче тӑван чӗлхесене упраса хӑварассипе аталантарасси: стратегипе технологисем» республика семинарӗ иртрӗ. Унта ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Минзалия Закирова, ТР Раисӗн Шалти политика ыйтӑвӗсемпе департаменчӗн Наци политикине пурнӑçлассипе управлени пуçлӑхӗ Данил Мустафин, Тутарстанри халӑхсен Туслӑх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров, ТР Халӑхсен ассамблейин Ӗçтӑвком председателӗн çумӗ Наталья Сабитова, Чӑваш Ен, Мари, Удмурт, Мордва республикисенчи вӗрентӳ сферин представителӗсем, тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенӗсем хутшӑнчӗç. Тӗплӗнрех
Хусанта тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенӗсен семинарӗ иртрӗ
30 октября 202530 окт 2025
~1 мин