Патша вăхăтӗнчи Раççейре Иван Яковлев уçнă Чӗмпӗр чăваш шкулӗ пек пуян та анлă пӗлӳ паракан педагогика заведенийӗ урăх пулман Чăваш халăх историйӗнче Иван Яковлевич Яковлев пек Улăп çын пулни пысăк телей. Ăна Турă хăйех ярса панă пуль пире. Вăл хăйӗн пӗтӗм пурнăçне чăваш халăхне çутта кăларас ӗçе халалланă, тăван халăх сывлăшӗпе, ун нушипе пурăннă. Çак тăлăх ӳснӗ ача пуçӗнче 15 çул тултарсанах тăван халăха мӗнле усă тăвас-ши, патша саманинче чăваш культурине епле упраса хăварас-ши текен пархатарлă шухăшсем çуралаççӗ. «Мӗншӗн ытти халăхсен хăйсен çырулăхӗ пур, чăвашсен вара çук?» – тесе тертленет Кăнна Кушкинчен Чӗмпӗре вӗренме килнӗ чăваш ачи. Малалла
Патша вăхăтӗнчи Раççейре Иван Яковлев уçнă Чӗмпӗр чăваш шкулӗ пек пуян та анлă пӗлӳ паракан педагогика заведенийӗ урăх пулман
23 октября 202523 окт 2025
~1 мин