Найти в Дзене
Suvargazeta23

Асăрханăр – улталаççӗ

Асăрханăр – улталаççӗ Чистай хулинче пурăнакан арçыннăн телефонӗ çине пӗлӗшӗнчен «Сăнӳкерчӗке пăх – вăл вилнӗ» текен хыпар килнӗ. Сăнӳкерчӗкре кам пулнине пăхас шутпа ярса панă ссылка çине пуснă, анчах нимӗн те уçăлман. Хăйне улталанине вăл тепӗр кун, банк картти çинчи укçана куçарма тытăнсан пӗлнӗ. Банкра такамсем виçӗ хутчен микрофинанс организацине укçа куçарнăран банк карттине блокировка латма тивнӗ иккен. Çапла майпа картти çинчен 11,5 пин тенкӗ укçи çухалнă.

Асăрханăр – улталаççӗ

Чистай хулинче пурăнакан арçыннăн телефонӗ çине пӗлӗшӗнчен «Сăнӳкерчӗке пăх – вăл вилнӗ» текен хыпар килнӗ.

Сăнӳкерчӗкре кам пулнине пăхас шутпа ярса панă ссылка çине пуснă, анчах нимӗн те уçăлман. Хăйне улталанине вăл тепӗр кун, банк картти çинчи укçана куçарма тытăнсан пӗлнӗ. Банкра такамсем виçӗ хутчен микрофинанс организацине укçа куçарнăран банк карттине блокировка латма тивнӗ иккен. Çапла майпа картти çинчен 11,5 пин тенкӗ укçи çухалнă.