Хусанта Раççейӗн гимнастика спорчӗн çăлтăрӗсем пухăнӗç Октябрӗн 25-мӗшӗнче Хусанта Пӗтӗм Раççейри гимнастика кунне уявлӗç. Раççей гимнастики йӗркеленнӗренпе 140 çул çитнине халалланă гала-шоу ун кульминацийӗ пулӗ. Октябрӗн 25-мӗшӗнче Хусанта Пӗтӗм Раççейри гимнастика кунне уявлӗç. Уява халалласа гимнастика спорчӗн тӗрлӗ енӗпе анлӑ фестиваль пулӗ. Программăн тӗп пулăмӗсен шутӗнче – чемпионсен мастер-класӗсем тата Раççей гимнастики йӗркеленнӗренпе 140 çул çитнине халалланă гала-шоу. Мероприятие Тутарстан Республикипе Раççейӗн гимнастика федерацийӗ (ФГР) йӗркелеççӗ. Сăнӳкерчӗкре Нурлат районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председателӗн, Нурлат хулинчи Туслăх Çурчӗн директорӗн Галина Терентьеван мăнукӗ Елизавета Баклюкова. Вăл Мускавра пурăнать, гимнастикăпа первенствăсен, ăмăртусен призерӗ, çӗнтерӳçи. Олимп резервӗн Мускаври училищин вӗренекенӗсен хушшинче çитӗнӗвӗсемпе палăрса тăрать. Ăнăçу сунатпăр Елизаветăна! https://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/xusanta-raccein-gimnastika-spor