Найти в Дзене
Suvargazeta23

Выртса тăракансене пăхма вӗрентеççӗ

Выртса тăракансене пăхма вӗрентеççӗ

Тутарстанра «Çемье» нацпроект шайӗнче ватă çынсемпе инвалидсене пăхас система аталанса пырать. Ку программа пӗрмай пулăшу кирлӗ, çав пулăшăва килте – хăнăхнă условисенче – илес текен çынсене пулăшать.

Выртса тăракан çынсене тӗрӗс пăхма, реабилитаци хатӗрӗсемпе пӗлсе усă курма вӗрентеççӗ те ӗнтӗ социаллă ӗçченсемпе чирлисен тăванӗсене «Школа ухода» вӗренӳ курсӗнче. 2025 çулăн тăхăр уйăхӗнче ку курссенче 4034 çын вӗреннӗ, çав шутран 1739-шӗ – социаллă ӗçченсем, 2295-шӗ вара хăйсем тӗллӗн çӳреймен граждансен тăванӗсем.