☀🍁🍂 Ырă кун пултăр! Эрнекун ăнăçлă ирттӗр! Юпа уйăхӗн 10-мӗшӗ – Савватий. Типӗ пулсан хӗл час лармасть-ха. Çак кун аслати авăтсан хӗл юрсăр, кӗске тата ăшă пулать. Хырсемпе чăрăшсем çинче йӗкел сахал пулсан хӗл сивӗ пулмӗ. Юлташсăр çын тымарсăр йывăç пек.