Хусан чăвашӗсем улах ларчӗç Хусанти Чăваш культурин кунӗсен программипе иртнӗ улах каçне «Салам» (Хусан, ертӳçи Светлана Садыкова), «Шăхаль» (Çӳлту районӗ, ертӳçи Вероника Натарова) фольклор ансамблӗсем тата «Весна» дуэт (Лайăш районӗ, Габишево) солисткисем Елена Макаровапа Эльвира Савельева тата Анатолий Осипов йӗркелерӗç. Мероприяти октябрӗн 7-мӗшӗнче каçхине Туслăх Çуртӗнче иртрӗ. Килти пек кăмăллă та ырă атмосфера хуçаланчӗ 1-мӗш хутра вырнаçнă уявсен залӗнче. Саксемпе сӗтелсене тӗрленӗ алшăллисемпе илемлетнӗ. Сӗтел çийӗ чăваш апат-çимӗçӗпе йăтăнса ларать. Улах ларма килнӗ кашни çын мӗн-тӗр килтен илсе килнӗ. Хăшӗ кукăль, тепри кăмпа-тавраш, виççӗмӗшсем чăкăт, пиçнӗ çӗрулми илсе килнӗ. Елена Макарова ӗлӗкхи йăлапа чугунра тулă пăтти пӗçернӗ. Малалла