«Юратнӑ аттепе» фотоконкурс пуҫлани ҫинчен пӗлтеретпӗр! Октябрӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче Атте кунне паллӑ тӑватпӑр. Ҫулсерен ҫак уява халалланӑ мероприятисен шучӗ ӳссе пырать. Эпир те аякра юласшӑн мар, «Юратнӑ аттепе» фотоконкурс пуҫлатпӑр. Унта хутшăнас тесен аҫӑрпа пӗрле тунă сăнӳкерчӗке октябрӗн 18-мӗшӗччен 89179076881 номерпе мессенджерсем урлӑ пире ярса памалла. Ҫывӑх ҫын ҫинчен пӗр-икӗ предложени ҫырса пӗлтермелле: Мӗн ятлӑ? Ӑҫта пурӑнать? Уяв ячӗпе саламласа ӑшӑ сӑмахсем ҫырма та ан манӑр юратнӑ ҫыннӑрсене. Сăнӳкерчӗксене хаçатăн социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче кăларса пырӑпӑр. Çӗнтерӳçе октябрӗн 19-мӗшӗнче хаҫатӑн ВКонтактери ушкӑнӗнче палӑртӑпӑр. Чи нумай сасӑ пухнӑ (лайк лартнӑ) сӑнӳкерчӗкшӗн парне пулать. Апла пулсан, хаклӑ вулаканӑмӑрсем, фотоконкурса хутшӑнма васкӑр!🤗🔥