Аксу районӗн çӗнӗ пуçлăх
Аксу районӗнче сентябрӗн 23-мӗшӗнче район Канашӗн суйлав хыççăнхи пӗрремӗш ларăвӗ иртнӗ. Ларăвăн тӗп ыйтăвӗсен шутӗнче ТР Раисӗн тата муниципаллă йӗркеленӳсен депутачӗсен суйлавӗ мӗнле иртнине пӗтӗмлетесси, Аксу районӗн пуçлăхне суйласси пулнă.
Ларăва ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, Законлăхпа йӗрке комитечӗн председателӗ Александр Чубаров, ТР Раисӗн Территорисемпе ӗçлекен управленийӗн тӗп канашçи Салават Рахимов хутшăннă.