Кӗрхи призывпа каякансене Раççейӗн çӗнӗ регионӗсене ямаççӗ
Кӗрхи призыв кампанийӗ кăçал яланхи пекех октябрӗн 1-мӗшӗнчен (яллă вырăнсенче октябрӗн 15-мӗшӗнчен) пуçласа декабрӗн 31-мӗшӗччен пырать. Салтака 18 çултан пуçласа 30 çула çитичченхи арçынсене илеççӗ. Служба срокӗ – 1 çул.