Найти в Дзене
Suvargazeta23

СВОна хутшăннă Николай Нестеров пӗр кунрах курсант та, депутат та пулса тăчӗ

СВОна хутшăннă Николай Нестеров пӗр кунрах курсант та, депутат та пулса тăчӗ Аслă çар училищин мӗнпур тӗрӗслевне ăнăçлă иртнӗ Пăва район каччине мандат комиссийӗ кăçал августăн 23-мӗшӗнче, каярах Оборона министерствин приказӗпе училищӗне вӗренме илнӗ. Хусанти Жуков орденӗллӗ Хӗрлӗ Ялавлă аслă танк команда училищи çирӗпленнӗ йăларан кăçал та пăрăнмарӗ. Шăпах хăйӗн профессилле уявӗнче, Танкист кунӗнче (кашни çул сентябрӗн иккӗмӗш вырсарникунне лекекен уяв хальхинче шучӗпе 79-мӗш), пӗрремӗш курс курсанчӗсем присяга йышăнаççӗ кунта. Кăçал вăл сентябрӗн 14-мӗшне тӳр килчӗ. Раççейри Танк çарӗсем валли офицерсем хатӗрлекен пӗртен-пӗр аслă çар училищине каччăсем çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен вӗренме килеççӗ. Кăçал ку енӗпе хăйевӗрлӗх те пур, тин кăна вӗренме кӗнисенчен 60 проценчӗ ятарлă çар операцине хутшăннисем. Вӗсенчен пӗри – Пăва районӗнчи Хирти Кушкă ял каччи Николай Нестеров. Тӗплӗнрех

СВОна хутшăннă Николай Нестеров пӗр кунрах курсант та, депутат та пулса тăчӗ

Аслă çар училищин мӗнпур тӗрӗслевне ăнăçлă иртнӗ Пăва район каччине мандат комиссийӗ кăçал августăн 23-мӗшӗнче, каярах Оборона министерствин приказӗпе училищӗне вӗренме илнӗ.

Хусанти Жуков орденӗллӗ Хӗрлӗ Ялавлă аслă танк команда училищи çирӗпленнӗ йăларан кăçал та пăрăнмарӗ. Шăпах хăйӗн профессилле уявӗнче, Танкист кунӗнче (кашни çул сентябрӗн иккӗмӗш вырсарникунне лекекен уяв хальхинче шучӗпе 79-мӗш), пӗрремӗш курс курсанчӗсем присяга йышăнаççӗ кунта. Кăçал вăл сентябрӗн 14-мӗшне тӳр килчӗ. Раççейри Танк çарӗсем валли офицерсем хатӗрлекен пӗртен-пӗр аслă çар училищине каччăсем çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен вӗренме килеççӗ. Кăçал ку енӗпе хăйевӗрлӗх те пур, тин кăна вӗренме кӗнисенчен 60 проценчӗ ятарлă çар операцине хутшăннисем. Вӗсенчен пӗри – Пăва районӗнчи Хирти Кушкă ял каччи Николай Нестеров.

Тӗплӗнрех