Тутарстан шкулӗсенче ӗçлекен 34 вӗрентекен 200 пин тенкӗ преми илме тивӗçнӗ Çӗнтерӳçӗсен йышне Тутарстан шкулӗсенче тăрăшакан 34 педагог кӗнӗ. Вӗсем Хусанпа Çырчалли хулисенче, Элмет, Апас, Пăва, Çӗпрел, Ешӗлвар, Кукмор, Лайăш, Мамадыш, Анат Кама, Саба, Сарман, Теччӗ, Çарăмсан районӗсенче ӗçлеççӗ. Кашни лауреата 200 пин тенкӗ преми панă. Конкурс РФ Президенчӗн 2018 çулхи ноябрӗн 28-мӗшӗнче алă пуснă Указӗпе килӗшӳллӗн çулсерен иртет. Тӳлеве федераллă бюджетран параççӗ, ун çине налог хурăнмасть. Конкурса шкулта виçӗ çултан кая мар ӗçлекен, эрнине 18 сехетрен кая мар занятисем илсе пыракан вӗрентекенсем хутшăнма пултараççӗ. Педагогсен ӗçне хакланă чух жюри вӗрентекенӗн харпăр методикăлла разработкисем пуррине, вăл вӗрентекен ачасен çитӗнӗвӗсем пуррине, тӗрлӗ категориллӗ (тӗслӗхрен, инвалид-ачасемпе) вӗренекенсемпе ӗçленине пăхаççӗ. Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Тутарстан шкулӗсенче ӗçлекен 34 вӗрентекен 200 пин тенкӗ преми илме тивӗçнӗ
16 сентября 202516 сен 2025
~1 мин