Тутарстанра тăван чӗлхесене упрама пӗтӗм условисем пур Республикăри профильлӗ министерствăсемпе ведомствăсен, наципе культура пӗрлешӗвӗсен представителӗсем Тутарстанра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисемпе культурине упраса хăварас тата аталантарас ыйтусене сӳтсе яврӗç. Ларăва Тутарстан Халăхсен ассамблейин председателӗ Фарид Мухаметшин ирттерчӗ. Çавра сӗтеле халăх поэчӗ Расул Гамзатов çуралнăранпа 102 çул çитнине халалланă, унăн литература пултарулăхӗн тӗп шухăшӗ – пирӗн çӗршыври мӗнпур тăванла халăхсен туслăхӗпе пӗрлӗхне сыхласа хăварасси. Ларăва нумай çул Тутарстан Халăхсен ассамблейин Канашӗн председателӗн çумӗ пулса ӗçленӗ, ТР Казахсен наципе культура автономийӗн председательне, пурнăçран уйрăлса кайнă Сагит Джаксыбаева асăнса пӗр минут шăп тăнинчен пуçларӗç. Тӗплӗнрех
Тутарстанра тăван чӗлхесене упрама пӗтӗм условисем пур
15 сентября 202515 сен 2025
~1 мин