Фарид Мухаметшин: «Тутарстансемшӗн суйлав кунӗ уяв» Патшалӑх Канашӗн председателӗ Фарид Мухаметшин ТР Раисӗн тата муниципаллӑ йӗркеленӳсен депутачӗсен суйлавӗнче сасӑланӑ. Хусанăн Вахитов районӗнчи Совет союзӗн Геройӗ А.С. Умеркин ячӗллӗ 116-мӗш лицейра вырнаçнă 43-мӗш суйлав участокне парламент пуçлăхӗ мӑшӑрӗпе Луиза Акрамовнӑпа пӗрле килнӗ. «Агитаци кампанийӗ питӗ интереслӗ те хӗрӳ иртрӗ. Республика Раисӗн суйлавӗпе те, депутатсен корпусӗн, муниципаллӑ йӗркеленӳсен суйлавӗпе те, – палӑртрӗ Фарид Мухаметшин журналистсемпе калаçнӑ май. – Республикӑра суйлава çемйипех хутшăнасси те ырӑ йӑлана кӗчӗ. Тутарстансемшӗн ку уяв. Суйлавра кӳршӗсемпе, туссемпе тӗл пулма пулать. Суйлава хутшăнса хăв шаннă тата тивӗçлӗ тесе шутлакан çыншăн сасăлаççӗ. Тутарстанăн ырă йӑли ку, пуçлану ăнăçлă пултăр!» Тӗплӗнрех