Культура министрӗ Ирада Аюпова чӑвашсен Уявӗ енӗпе тӗпчев ӗҫӗ ҫителӗксӗррине палӑртрӗ
Наци уявӗсем пирки каласан, кунта халӑхсен йӑли-йӗркисен аутентикине упраса хӑварни кирлине ҫирӗплетрӗ. Ун шучӗпе тӗпчев ӗҫне вӑйлатмалла.
- "Уяв" енӗпе эпир Чӑваш Енпе те пӗрре мар канашланӑ. Акатуй вӑл е юрӑ фестивалӗ? Вӑл Тутарстан чӑвашӗсен кӑна пулнине пӗлетпӗр. Тӗпрен илсен наци праҫникӗсен шавне чакармалла, - терӗ Ирада Аюпова.