Шупашкар хӗрӗ Исландири марафонра çӗнтернӗ
Чăваш Ен спортсменки Дина Александрова Исландин тӗп хулинче Рекъявикра иртнӗ марафона хутшăнса пӗрремӗш вырăн йышăннă.
33 çулти Дина марафон трассине – 42,2 çухрăма – рекордлă 2 сехет те 35 минут та 51 çеккунтра чупса тухнă.
Спортсменка Шупашкарта çуралса ӳснӗ, Олимп резервӗсен 8-мӗш спорт шкулӗнче вӗреннӗ, 2 çухрăм чупса Раççей чемпионки ята тивӗçнӗ.
Д. Александрован харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.