Пушкăртстанра чăваш çамрăкӗсем пуçтарăннă Пелепей районĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ Раççейри Çамрăксен ĕçӗсен федераллă агентстви, Пелепей район администрацийĕ тата РФ Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗ пулăшнипе август уйăхĕн 22-24-мĕшĕсенче Пушкăртстанра Раççейри чăваш çамрăкĕсен иккĕмĕш форумне ирттерет. Форум паян, август уйăхĕн 22-мĕшĕнче, 11.00 сехетре Ĕпхӳри Пушкăрт патшалăх медицина университечĕнче (Ленин урамĕ, 3-мĕш çурт) пуçланнă. Августăн 23-мӗшӗнче форум хăнисем Пелепей тăрăхĕпе паллашĕç, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн тăван ялне, Слакпуçа çитсе курӗç.