Сăмавар вӗретессипе I вырăнта
Августăн 15-мӗшӗнче Кайпăç районӗнче иртнӗ «Кичке уен» фестивале чăвашсем те хаваспах хутшăннă. Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» халăх ансамблӗ юрлани-ташланисӗр пуçне вăйăсене те хутшăннă.
«Сăмаварпа чей вӗретессипе I вырăна тухрăмăр. Питӗ лайăх кӗтсе илсе ăсатса ячӗç пире. Ушкăнпа юрларăмăр, ташларăмăр. Пирӗн йӗкӗтсем вăйăсене хутшăнса парнесем те илчӗç. Турă пулăшсан, çитес çул та килме калаçса татăлтăмăр. Йӗркелӳçӗсене пурне те тав тăвас килет. Киле парнесемпе, Хисеп хучӗпе таврăнтăмăр», – пӗлтерчӗ ансамблӗн ертӳçи, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Людмила Сердцева. Ансамбль ку фестивале виççӗмӗш хутшăнчӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.