Станислав Толстов: «Юрă-кӗвӗ – манăн пӗтӗм пурнăç» Чӗмпӗр Енре пурăнакан паллă музыкант, композитор, дирижер, концертмейстер, юрăçă, баянист, купăсçă, педагог Станислав Толстов кăçалхи июлӗн 22-мӗшӗнче 60 çултарчӗ. Чăваш тӗнчинче ăна пӗлмен çын çук. Вăл 200 ытла юрă авторӗ, вӗсене çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче юрлаççӗ, çаплах Чăваш Республикин телевиденийӗпе тата радиовӗпе янăраççӗ.С.П.Толстов – Ульяновск облаçӗн культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, чăваш халăх академикӗ. Эпир Станислав Петровичпа курса калаçрăмăр, унăн çăмăл мар пултарулăх çулне аса илтӗмӗр. Тӗплӗнрех