Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Suvargazeta23

Тутарстанра çанталăк улшăнать

Тутарстанра çанталăк улшăнать Республикăра паян каçхине тата ыран, августăн 13-мӗшӗнче, аслатиллӗ çумăрпа пăр çума пултарать. Çанталăк улшăннине ТР гидрометцентрӗ пӗлтерет. Çанталăк условийӗсем япăхланнă май Раççей МЧСӗн Тутарстанри уйрăмӗ килтен тухма хушмасть тата çул-йӗр правилисене çирӗп пăхăнма сӗнет. Урама тухсан асăрхануллă пулмалла. Вăйлă çил тухсассăн хӳтлӗх вырӑнӗсем шырамалла. Çурт стенисем, обществӑлла транспорт чарӑнӑвӗсем, реклама щичӗсем тата туса пӗтермен çуртсем çумӗнче тăма юрамасть. Çавӑн пекех юнашар пралуксемпе силленекен вывескӑсем пулмалла мар. Автомашинăсене йывӑç айӗнче, реклама конструкцийӗсемпе электропралуксен айӗнче хăварма юрамасть. Çул çине тухакансем, асăрхануллă пулăр!

Тутарстанра çанталăк улшăнать

Республикăра паян каçхине тата ыран, августăн 13-мӗшӗнче, аслатиллӗ çумăрпа пăр çума пултарать. Çанталăк улшăннине ТР гидрометцентрӗ пӗлтерет.

Çанталăк условийӗсем япăхланнă май Раççей МЧСӗн Тутарстанри уйрăмӗ килтен тухма хушмасть тата çул-йӗр правилисене çирӗп пăхăнма сӗнет.

Урама тухсан асăрхануллă пулмалла. Вăйлă çил тухсассăн хӳтлӗх вырӑнӗсем шырамалла. Çурт стенисем, обществӑлла транспорт чарӑнӑвӗсем, реклама щичӗсем тата туса пӗтермен çуртсем çумӗнче тăма юрамасть. Çавӑн пекех юнашар пралуксемпе силленекен вывескӑсем пулмалла мар.

Автомашинăсене йывӑç айӗнче, реклама конструкцийӗсемпе электропралуксен айӗнче хăварма юрамасть. Çул çине тухакансем, асăрхануллă пулăр!