Расим Баксиков ырă кӳршӗлӗх фестивальне хутшăнчӗ Июлӗн 30-мӗшӗнче Аксу район центрӗнче иртнӗ «Наш двор» ырă кӳршӗлӗх фестивальне Раççей Геройӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Расим Баксиков та хутшăнчӗ. Районти предприятисемпе организацисенче ӗçлекенсем, ачаллă çемьесем, кӳршӗллӗ пурăнакансем пуçтарăнчӗç мероприятие. Ырă кӳршӗлӗх фестивалӗнче районти Тӗп библиотека, таврапӗлӳ музейӗ, клубсем, Çамрăксен ӗçӗсен уйрăмӗ, Форпост центрӗ, «Движение Первых», юнармеецсен юхăмӗсем, Ача-пăча искусствăсен шкулӗ, вӗрентӳ организацийӗсем, Хасан Туфан музейӗ тематикăлла площадкăсем хатӗрленӗччӗ. Тӗплӗнрех