Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Suvargazeta23

Хусанта Физкультурник кунне 24 площадкăра паллă тăвӗç

Хусанта Физкультурник кунне 24 площадкăра паллă тăвӗç Тутарстанăн тӗп хулинче августăн 9-мӗшӗнче Физкультурник кунне халалланă мероприятисем иртеççӗ. Ун шайӗнче спортăн 25 тӗсӗпе ăмăртусем, мастер-классем пулаççӗ. Уяв «Урам» экстрим-паркра масăллă зарядкăран пуçланать. Унтан республикăри чи лайăх командăсемпе спорт шкулӗсем хутшăннипе 3х3 форматпа урам баскетболӗн «Оранжевый мяч» турнирӗ пулать. Çак кун парк площадкинче Хусанти клубсенче – «Рубин», «Уникс», «Ак Барс», «Зенит-Казань», «Динамо-Ак Барс» тата «Стрела» командăсенче – вылякансене курма пулать. Вӗсем пляж волейболӗ вылӗç, автограф-сессисем ирттерӗç. Тӗплӗнрех

Хусанта Физкультурник кунне 24 площадкăра паллă тăвӗç

Тутарстанăн тӗп хулинче августăн 9-мӗшӗнче Физкультурник кунне халалланă мероприятисем иртеççӗ. Ун шайӗнче спортăн 25 тӗсӗпе ăмăртусем, мастер-классем пулаççӗ.

Уяв «Урам» экстрим-паркра масăллă зарядкăран пуçланать. Унтан республикăри чи лайăх командăсемпе спорт шкулӗсем хутшăннипе 3х3 форматпа урам баскетболӗн «Оранжевый мяч» турнирӗ пулать. Çак кун парк площадкинче Хусанти клубсенче – «Рубин», «Уникс», «Ак Барс», «Зенит-Казань», «Динамо-Ак Барс» тата «Стрела» командăсенче – вылякансене курма пулать. Вӗсем пляж волейболӗ вылӗç, автограф-сессисем ирттерӗç.

Тӗплӗнрех