"Древо жизни" фестиваль туссемпе тӗл пулмалли вырӑн та.
Нурлатран районти ЧНКЦ председателӗ, Нурлатри Туслӑх Ҫурчӗн директорӗ Галина Терентьева тата алӗҫ ӑсти Юрий Тимофеев килсе ҫитнӗ.
Чӑваш халӑх артисткине Августа Уляндинӑна та курма май пулчӗ.
Тутарстан Халӑхсен ассамблейин представителӗсем те фестивале хутшӑнчӗҫ.