Чăваш поэчӗсем куçару конкурсӗн дипломӗсене тивӗçрӗç
Пӗтӗм тӗнчери çамрăксен поэзи тата поэзи куçарăвӗсен Л.Ю. Север ячӗллӗ «Туслăх çыранӗсем» конкурс фестиваль Ростов облаçӗнче çеç мар, Раççейри ытти регионсенче тата ют çӗршывсенче те палăрчӗ. Сăвăçсем тӗрлӗ чӗлхепе çыракан поэтсен сăввисене хăйсен чӗлхине е вырăсла куçараççӗ. Конкурс фестиваль 2012 çултанпа иртет, ăна Ростов облаçӗнчи Неклиново районӗнчи белоруссен наципе культура автономийӗ çав тăрăхра çуралса ӳснӗ Леонид Север поэта халалланă. Конкурсăн тӗп тӗллевӗ – наци чӗлхисене, наципе культура пурлăхне, Раççей, çывăхри ют çӗршыв чӗлхисене упраса хăварасси, куçару урлă поэтсене наци чӗлхисене вӗренме хавхалантарасси.